Шупашкар район администрацине паянтан ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑнӗ. Ку должноҫе Николай Хорасев йышӑннӑ.
Аса илтерер: Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Димитриев нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑччӗ. Ӑна Гостехнадзора ертсе пыма шанчӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем район пуҫлӑхӗ пулнӑ Николай Хорасева администраци пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ. Унпа контракта икӗ ҫуллӑха алӑ пуснӑ.
Николай Хорасев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗсен министерствин Юридици институтӗнче вӗреннӗ. «Химпромра», ШӖМ тытӑмӗнче, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче черетлӗ хутчен кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Сӑмахӑмӑр — Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пирки. Иван Исаева (ҫак должноҫе ӑна 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче иккӗмӗш хутчен лартнӑччӗ) министр пуканне пушаттарнӑ хыҫҫӑн пысӑк пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама Виктор Косачева ҫирӗплетнӗччӗ. Ку вӑл нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ.
Паян вара министр тивӗҫне пурнӑҫлама Александр Воробьева шаннӑ. Хушӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ҫемҫе пукана йышӑннӑ ҫын — 39 ҫулта. Александр Воробьев «Раҫҫей экологи обществин» регионти уйрӑмне ертсе пырать.
Министр тивӗҫне унччен пурнӑҫланӑ Виктор Косачев хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗҫрен кайнӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ӗҫрен кайма шухӑш тытнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе хальхинче Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев ҫырнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем Алексей Григорьев заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл депутатсене хула ырлӑхӗшӗн пӗрле тар тӑкнӑшӑн тав тунӑ.
Депутатсен пухӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене паянтан пурнӑҫлама экономика тата финас ыйтӑвӗсемпе пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пулса ӗҫлекен Елена Туличевӑна шаннӑ.
Ӗнерех депутатсем пуҫлӑха суйламалли районти комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Ун пек комиссие республика шайӗнче те йӗркелеҫҫӗ. Пуҫлӑх пулмалли кандидата ҫапла вар пур енлӗн тишкермелле, Депутатсен пухӑвне сӗнмелле.
Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ ӗҫрен кайнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе. Кун пирки район администрацийӗсен сайчӗсенчи хыпарсенче ӗнентереҫҫӗ.
Ҫемҫе пукана, аса илтерер, иртнӗ эрнере Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пушатнӑччӗ. Ку эрнере Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Николаев ҫавӑн пек тӑвас тенӗ. Вӑл та хӑйне тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени шӑрҫаланӑ. Унӑн ыйтӑвне Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем ӗнер черетсӗр лару пухсах тишкернӗ. Вӗсем Игорь Николаев кӑмӑлне тивӗҫтерме йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха палӑртиччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алла Волчкова тытса пырӗ. Вӑл — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров отставкӑна кайнӑ. Ҫакна пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче районти депутатсен пухӑвӗнче пӗр саслӑн ырланӑ.
Александр Викторович пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне панӑ. Палӑртмалла: Александр Башкиров район администрацийӗн ертӳҫинче 2011 ҫултанпа ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Игорь Живоев пурнӑҫлать. Вӑл пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Чӑваш Ен юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулнӑ Дмитрий Неяскина ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫапла йышӑнӑва ЧР Министрӗн Кабинечӗн ертӳҫи (ҫак тилхепене, аса илтерер, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑй тытать) паян, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Дмитрий Неяскина Алексей Вязов ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче министр ҫумӗн пуканне шаннӑччӗ. Вӑл ЗАГС пайӗсемпе ӗҫленӗ.
Дмитрий Неяскин — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрӗ пулнӑ Сергей Неяскинӑн ывӑлӗ.
Патшалӑх Канашӗн сессийӗсенчен пӗринче ун чухнехи Сергей Неяскин министртан «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцин пуҫлӑхӗ Игорь Моляков ывӑлӗ, Сартури ҫамрӑк, Чӑваш Енре министр ҫумӗнче ӗҫленине хаклама ыйтнӑччӗ, лешӗ ҫавӑнта ним начарри ҫуккине пӗлтернӗччӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн юстици енӗпе ӗҫлекен службин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ку портфеле Дмитрий Сержантова шаннӑ.
Дмитрий Михайлович 1975 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Юриспруденци» специальноҫне алла илнӗ.
Тӗрлӗ ҫулсенче вӑл Чӑваш Ен Юстици министерствинче специалистра, Раҫҫей Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче ертсе пыракан специалист, пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ, пай пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑхпа право управленийӗнче ӗҫленӗ. 2010 ҫулта ӑна Чӑваш Ен юстици министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ, 2011 ҫулта вӑл РФ Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ пуканне йышӑннӑ. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Самар тӑрӑхӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Дорэкс» пуҫлӑхӗ улшӑннӑ.
Ку тивӗҫе Владимир Доброхотов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл унччен ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ. Вӑл ку ведомствӑна 2015-2016 ҫулсенче ертсе пынӑ, кайран тӗрлӗ ҫулсенче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ, «Чӑвашупрдора» ертсе пынӑ.
Палӑртмалла: унччен «Дорэкс» пуҫлӑхӗ Александр Иванов пулнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тата тепӗр министра ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хальхи хушу физкультура тата спорт министрне Михаил Богаратова (сӑнӳкерчӗкре) пырса тивнӗ.
Паянах спорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Василий Петрова шаннӑ. Вӑл — Кёкусинкай федерацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи.
Хушусене республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Спорт министрӗн тивӗҫсене унччен пурнӑҫланӑ Виктор Богаратов, сӑмах май, Чӑваш Ен Правительствинче чи асличчӗ. Аса илтерер: вӑл — 61 ҫултаччӗ. Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗҫ.Юлашки вӑхӑтра республика правительствинче хӗрарӑмсем нумайланнӑ. Экономика пӗлӗвӗллисем те унта йышланнӑ.
Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ӗҫрен каяс сӑмах унчченех тухнӑччӗ-ха. Аса илтерер: республикӑн тӗп прокурорӗ Василий Пословский отставкӑна кайма рапорт ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ нарӑсӑн 22-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен прокуратурине РФ прокуратуринчен тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ.
Паян вара «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат прокурор ӗҫрен кайнине, ӑна Владимир Путин ӗсрен хӑтарнине хыпарланӑ. Ҫапах та ҫак йӗркесен авторӗ паян кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫӗршыв Президенчӗн указне тупаймарӗ.
Маларах асӑннӑ кӑларӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, республика прокуратуринче прокурор ятне ҫырса хунине илнӗ. Прокуратура сайтӗнче, сӑмах май, прокурор тивӗҫне Александр Евграфов пурнӑҫлать тесе кӑтартнӑ. Анчах кун пирки хыпар ҫукчӗ, прокуратура тытӑмӗнче ҫавӑн пекчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |